Эсир ҫак кунсенче "Чӑваш ачи 2024" ӑмӑрту ҫинчен нумай илтрӗр, видеороликсем те пӑхрӑр. Халӗ ун пирки кӑшт тӗплӗнрех.
Акан
20-мӗшӗнче Шупашкар хули шайӗнчӗ "Чӑваш ачи 2024" ӑмӑрту 3-мӗш хут
иртрӗ. Кӑҫал хутшӑнакан та нумай пулчӗ. Пурӗ 15. Вӗсем 5-6-мӗш
классенче вӗренеҫҫӗ. Унӑн тӗллевӗ - чӑвашла калаҫакансен ачасене пӗр
ҫӗре пухса пӗр-пӗринпе паллаштарасси, чӗлхепе уҫӑ кураслӑхне
анлӑлатасси.
Ачасем пурӗ 6 тапхӑр урлӑ тухрӗҫ: хӑйсемпе паллаштарчӗҫ,
Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫӗпе пултарулӑхне пӗлнине кӑтартрӗҫ, "Крокодил"
вӑйӑ вылярӗҫ, 1 минут хушши тӗрлӗ темӑпа калавсем туса каласа пачӗҫ
т.ыт.т.
Жюри пайташӗсем ачасем чӑвашла лайӑх пӗлнине ҫирӗплетрӗҫ, конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртрӗҫ:
1-мӗш вырӑна Муратова Ева (35-мӗш шкул), Тихонова Эмилия (44-мӗш лицей) тивӗҫрӗҫ.
2-мӗш вырӑна Алексеева Пинерпи тухрӗ.
3-мӗш вырӑн Садовников Родион (33-мӗш шкул), Никитин Павел (38-мӗш шкул) йышӑнчӗҫ.
Пурне те саламлатӑп!
20
апреля в СОШ 40 г Чебоксары прошёл III городской конкурс детского
творчества "Чӑваш ачи 2024". Цель мероприятия - популяризация чувашского
языка в школьном пространстве. В конкурсе принимали участие учащиеся
5-6 классов.