Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури декади малалла пырать

Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури декади малалла пырать

Эсир ҫак кунсенче "Чӑваш ачи 2024" ӑмӑрту ҫинчен нумай илтрӗр, видеороликсем те пӑхрӑр. Халӗ ун пирки кӑшт тӗплӗнрех.
Акан 20-мӗшӗнче Шупашкар хули шайӗнчӗ "Чӑваш ачи 2024" ӑмӑрту 3-мӗш хут иртрӗ. Кӑҫал хутшӑнакан та нумай пулчӗ. Пурӗ 15. Вӗсем 5-6-мӗш классенче вӗренеҫҫӗ. Унӑн тӗллевӗ - чӑвашла калаҫакансен ачасене пӗр ҫӗре пухса пӗр-пӗринпе паллаштарасси, чӗлхепе уҫӑ кураслӑхне анлӑлатасси.
Ачасем пурӗ 6 тапхӑр урлӑ тухрӗҫ: хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫӗпе пултарулӑхне пӗлнине кӑтартрӗҫ, "Крокодил" вӑйӑ вылярӗҫ, 1 минут хушши тӗрлӗ темӑпа калавсем туса каласа пачӗҫ т.ыт.т.
Жюри пайташӗсем ачасем чӑвашла лайӑх пӗлнине ҫирӗплетрӗҫ, конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртрӗҫ:
1-мӗш вырӑна Муратова Ева (35-мӗш шкул), Тихонова Эмилия (44-мӗш лицей) тивӗҫрӗҫ.
2-мӗш вырӑна Алексеева Пинерпи тухрӗ.
3-мӗш вырӑн Садовников Родион (33-мӗш шкул), Никитин Павел (38-мӗш шкул) йышӑнчӗҫ.
Пурне те саламлатӑп!
20 апреля в СОШ 40 г Чебоксары прошёл III городской конкурс детского творчества "Чӑваш ачи 2024". Цель мероприятия - популяризация чувашского языка в школьном пространстве. В конкурсе принимали участие учащиеся 5-6 классов.

Фотогалерея