Чӑваш культурин ренессансӗ пуҫланнӑ

Чӑваш культурин ренессансӗ пуҫланнӑ

Чӑваш культурин ренессансӗ пуҫланнӑ.
Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури декади тата тепӗр уявпа пуянланчӗ. Акан 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, шкулта "Пилеш кайӑкӗсем" ҫамрӑк дизайнерсемпе тӗл пулу иртрӗ. Тӑватӑ хӗр чӑваш культурине тепӗр хут йышӑнса, паянхи куҫпа пӑхса тӗлӗнмелле паха ӗҫсем тӑваҫҫӗ: фото-видео-кино ӳкереҫҫӗ, тӗл пулса этнокаҫсем ирттереҫҫӗ, шкул ачисемпе тӗл пулса хӑйсенче чӑвашлӑха мӗнле уҫни ҫинчен каласа парса ачасене хавхалантараҫҫӗ.
Туссем, чӑваш тӗнчине ҫӑлма шанӑҫ пур-ха!
С целью популяризации чувашской культуры в СОШ 40 г Чебоксары прошла встреча с молодыми дизайнерами "Пилеш кайӑкӗсем".

Фотогалерея